# started 2014-09-02T08:14:25Z "Алфавит (грек. alpha тата beta — грек азбукин пĕрремĕш саспаллисен ячĕсем (вăтам тата хальхи грек чĕлхинче beta «вита» пек вăланать)), — саспаллисен йĕрки.Чи нумай саспалиллĕ алфавит кхмер чĕлхинче (72 саспалли), чи сахалли — ротокас чĕлхинче (Бугенвиль утравĕ, Папуа Çĕнĕ Гвинея)."@cv . "Шупашкар (выр. Чебоксары) — Чăваш Республикин тĕп хули. Шупашкарта пĕтĕмпе 460,2 пин çын (2002 çулхи халăх çыравĕ тăрăх) пурăнать."@cv . "Субботник, - малтан, коммунистсен вӑхӑтӗнче, ун ячӗпе обществӑллӑ еҫсене каланӑ. Субботник 1919 ҫулти ҫӳркеннере В. И. Ленин пуҫласа янипе пуҫланса кайнӑ. Субботниксене халӗ те тухаҫҫӗ, унта ӗҫленӗшӗн укҫа тӳллемеҫҫӗ пулсан та. Халӑх субботниксенче ҫуркунне урамсене тасатать, тата ытти ӗҫсене тӑвать.cs:Akce Z"@cv . "Паллă чăваш çыннисен ят-йышĕ"@cv . "Вырăс чĕлхи — Раççей Патшалăхĕн патшалăх чĕлхи. Вырăс чĕлхи çавăн пекех Белорусиpe, Казахстанpa, Киргизиpe патшалăх чĕлхисенчен пĕри. Чăваш Енре те конституци тăрăх вырăс чĕлхи чăваш чĕлхипе пĕр тан патшалăх чĕлхи шутланать.Вырăс чĕлхине «Language Monthly» (№ 3 за 1997) журналта çырнă тăрăх пĕтĕм тĕнчипе 285 миллиона яхăн çын пĕлет. Çавăнпа та вырăс чĕлхине тĕнчепе сарăлни енчен тăваттăмĕш вырăна лартма пулать. 160 миллион вырăсла калаçакан ăнa хайĕн тăван чĕлхи тесе йышăнать (тĕнчере 7 вырăнта)."@cv . "Раççей Патшалăхĕ, Раççей, Раççей Федерацийĕ (вырăс Российская Федерация, Россия) — Европăн хĕвелтухăç енĕпе Азин çӳрçĕр енĕнче вырнаçнă патшалăх. Раççейре 180 ытла (2002 çулхи шутлавĕпе) яхăн халăх пурăнать. Тĕп чĕлхе — вырăс чĕлхи."@cv . "Вырăссем — хĕвелтухăç енчи славян ăхне кĕрекен халăх. Вырăссем Раççей патшалăхĕнче чи нумай сарӑлнӑ халăхĕ, вĕсем Раççейре 80% ытла шутланаççĕ. Пĕтĕмпе 146 млн., Раççейре 120 млн. вырăс пурăнать. Вырăс чĕлхипе калаçаççĕ, ытларахăшĕ Православиллĕ Христиансем шутне кĕреççĕ."@cv . "Чăваш Республики — Раççей Патшалăхĕн Атăлçи Федераллă Округне кĕрекен республика. Тĕп хули — Шупашкар. Республикăн патшалăх чĕлхисем: чăваш чĕлхи, вырăс чĕлхи.Республика президенчĕ — Игнатьев Михаил Васильевич.Чăваш Ен Мари Республикипе, Чулхула облаçĕпе, Тутарстанпа, Мордва республикипе, Чĕмпĕр облаçĕпе юнашар вырнаçнă.Республика кунне çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче палăртаççĕ.Чăваш Республикин влаç органĕсен официаллă порталĕ Cap.ru."@cv . "Космонавт, — космоса вӗҫсе кайса килнӗ, е космонавта вӗреннӗ хыҫҫӑн космонавсем йышне кӗртнӗ ҫын.2004 ҫулхи 6 декабрьте орбитӑ сывӑхне вӗҫсе килнӗ космонавтсен шучӗ 434 ҫынна танлашнӑ, 3 ҫын 100 кмтан ҫӳллерех хӑпарнӑ, 6 ҫын — 50 мильрен ҫӳлӗрех, анчах та 100 км сахалрах.Космонавсен хушшинче 40 хӗрарӑм пур. 32 патшалӑхӑн ҫыннисем орбитӑ ҫине вӗҫсе курнӑ."@cv . "Чăваш чĕлхи — тĕрĕк чĕлхисенчен пĕри, пăлхар ушкăнне кĕрекен пĕртен-пĕр чĕрĕ чĕлхе. Ку ушкăна тата Атăлçи пăлхарпа хазар чĕлхи те кĕнĕ. Чăваш чĕлхи Чăваш республикинче вырăс чĕлхипе пĕр тан патшалăх чĕлхи шутланать. Чăваш чĕлхине пĕлекен йышĕ — 1,3 млн. çын яхăн (2002 çулхи кăтарту). Унăн виçĕ диалект пур: тури (вирьял), анатри тата мал (е анат) енчи. Чӑваш чӗлхине халаллас тӗллевпе ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Енре Чӑваш чӗлхи кунне палăртаççĕ."@cv . "Халăх — ытти çын ушкăнĕсенчен е чĕлхепе, е тĕнпе, е ăс-хакăлпа, е историпе, лаптăкпа уйрăлса тăракан пĕрлешӳ, пĕрлĕх.Чылай халăх ыттисенчен чĕлхепе уйрăлса тăрать, анчах та хăш-пĕрисем пĕр чĕлхепе калаçаççĕ пулин те уйрăм халăх шутланаççĕ. Тĕслĕхрен, шотландсем, ирландсем тата валлисем акăлчанла калаçаççĕ пулин те хăйсене акăлчан халăхĕ шутне кĕртмеççĕ.Халăхсене тĕпчекен ăслăлăх — этнографи."@cv . "Раштав, — чăваш календарĕн вуниккĕмĕш уйăх ячĕ. Вырăс декабрь уйăхпа пĕр пек шутланать. Уйăх ячĕ вырăс \"рождество\"(святки) сăмахĕнчен пулнă."@cv . "Уйăх, — çулталăкăн пайĕ, ытларах енĕпе Уйăх Çĕр йĕри тавра çаврăннă вăхăта пĕлтерет. Вăтамран илсен уйăх 29,53 кунтан тăрать."@cv . "Казахстан (Казахски Қазақстан, рус. Казахстан) — Азире вырнаçнă патшалăх. Раççей Патшалăхĕпе, Китайпа, Киргизипе, Туркменипе, Узбекистанпа çуммăн вырнаçнă."@cv . "Киргизи (Киргизи Кыргызстан, рус. Киргизия), - Вăтам Азин çурçĕр-хĕвелтухăç енче вырнаçнă патшалăх. Киргизипе юнашар çурçĕр енче Казахстан вырнаçнă, хĕвеланăç енче — Узбекистан, кăнтăр-хĕвеланăç енче — Таджикистан, хĕвелтухăçпа кăнтăр-хĕвелтухăç енче — Китай."@cv . "Беларуç (бел. Беларусь, выр. Белоруссия/Беларусь) — хĕвелтухăç енчи Европăн патшалăхĕ. Малтан Совет Союзĕн Социаллă Республикисен шутне кĕнĕ. Çӳрçĕрте Литвăпа, Латвипе тата Раççей Патшалăхĕпе юнашар вырнаçнă, хĕвеланăç енче — Польшăпа, кăнтăрта — Украинăпа юнашар.Тĕп хули — Минск. 2002 çултаШаблон:Çын пурăннă."@cv . "Ака сăмахăн урăх пĕлтерĕшсем те пур: Ака (пĕлтерĕшсем)Ака, — чăваш календарĕн тăваттăмĕш уйăх ячĕ. Вырăс «апрель» уйăхпа пӗр пек шутланать. Уйăх ячĕ ку вăхăтра тыр-пул акнă енĕпе çыхăннă."@cv . "Кăрлач, — чăваш календарĕн пĕрремĕш уйăхĕн ячĕ. Вырăс «январь» уйăхĕпе пĕр пек шутланать. Уйăх ячĕ «кăрла» сăмахĕнчен пулнă."@cv . "Нарăс, — чăваш календарĕн иккĕмĕш уйăх ячĕ. Тепĕр тĕрлĕ ку уйăха «Кĕçĕн кăрлач» теççĕ. Вырăс «февраль» уйăхпа пĕр пек шутланать. Уйăх ячĕ «нар» (вырăс румянец) сăмахĕнчен пулнă."@cv . "Çĕртме сăмахăн урăх пĕлтерĕшсем те пур: Çĕртме (пĕлтерĕшсем)Çĕртме, — чăваш календарĕн ултăмĕш уйăх ячĕ. Вырăс «июнь» уйăхпа пĕр пек шутланать. Уйăх ячĕ çĕртмерен (вырăс пар) пулса кайнă."@cv . "Юпа сăмахăн урăх пĕлтерĕшсем те пур: Юпа (пĕлтерĕшсем)Юпа, — чăваш календарĕн вуннăмĕш уйăх ячĕ. Вырăс «октябрь» уйăхпа пĕр пек шутланать. Уйăх ячĕ ку вăхăтра Юпа уявĕ (вилнисене асăнни) иртнĕ пирки пулса кайнă. Юпа уйăхра пĕтĕмпе 31 кун.Вырăс «Октябрь» лат. octo (саккăр) сăмахĕнчен пулнă. Авал римра ку саккăрмĕш уйăх ячĕ пулнă. Славвянсем авалах ку уйăхах «листопад» (шулçă тăкăнăвĕ) тесе чĕннĕ."@cv . "Авăн, — чăваш календарĕн тăххăрмĕш уйăх ячĕ. Вырăс сентябрь уйăхпа пĕр пек шутланать. Уйăх ячĕ элĕк ку вăхăтра авăртас ĕçсем пулнă пирки пулса кайнă. Ку уйăхра пĕтĕмпе 30 кун."@cv . "Çурла сăмахăн урăх пĕлтерĕшсем те пур: Çурла (пĕлтерĕшсем)Çурла, — чăваш календарĕн саккăрмĕш уйăх ячĕ. Вырăс «август» уйăхпа пĕр пек шутланать. Ку вăхăтра элĕк тырă пуçтарнă, уйăх ячĕ çурла ĕç хатĕрĕнчен пулса кайнă. Ку уйăхра 31 кун.Славянсем малтан ку уйăха серпень (серп (çурла) сăмахĕнчен) тесе чĕннĕ."@cv . "Польша (поляк. Polska), — Европăри патшалăх. ĕненекенсен ытларах шучĕ католиксем, Саккун органĕ — икĕ палатăллă сейм."@cv . "Пуш, — чăваш календарĕн виççĕмеш уйăх ячĕ. Вырăс март уйăхпа пĕр пек шутланать. Уйăх ячĕ ку уйăхра нимĕн те çуккипе çыхăннă. Тепĕр тесессӗн пуш уйăх."@cv . "Çу сăмахăн урăх пĕлтерĕшсем те пур: Çу (пĕлтерĕшсем)Çу, — Григориан календарĕн 5-мĕш уйăхĕ, римлянсен тата чăвашсен ĕлĕкхи çулталăк çаврăмĕнчи 3-мĕш уйăх. Ӗлĕк ку уйăхра чăвашсен 28 кун пулнă, паянхи календарьпе – 31 кун. Вырăс «Май» уйăхпа пĕр пек шутланать. Уйăх ячĕ çу вăхăчĕ (ашă кунсем) çинтине палăртать."@cv . "Латви (латыш чĕлхи Latvija), — Балтика тинĕсĕ хĕрринче вырнаçнă патшалăх.Кăнтăрта Литвапа, çурçĕр енче Эстонипе, хĕвелтухăç енче Раç